Тӗнче тетелӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Малашне Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче куҫман пурлӑх патшалӑх реестрӗнчен выписка та илме пулать. Ҫӗнӗ электронлӑ сервиса РФ Цифра министерствипе Росреестр хута янӑ. Анчах документа илме порталта учетлӑ ҫыравӑн ҫирӗплетни пулмалла. Вӑл харпӑр кабинета электронлӑ документ пек килет. Ӑна Росреестрӑн должноҫри сӑпачӗ тӗрӗслесе алӑ пусать, пичет те пулать. Документа илнӗшӗн Росреестр палӑртӑ чухлӗ укҫа тӳлемелле. 2022 ҫул вӗҫне порталта Росреестрӑн массӑллӑ пӗтӗм пулӑшӑвне пама тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ватсапп урлӑ чӑвашсем пӗр-пӗрне Tiktok-ри пӗр видеона сарма пуҫланӑ. @prosto.maria00 аккаунта вырнаҫтарнӑ кулӑшла видео ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулас, вӗсем ӑна пӗр-пӗрин хушшинче валеҫме пуҫланӑ. Кӗске форматлӑ видеора пахча-ҫимӗҫ лартнӑ чухнехи хӗвӗшӳ пирки кулӑшла каласа панӑ. «Tiktok-a кӗме вообще невозможно. Пӗрин патне пӑхан: паранкӑ лартать, теприне пӑхап — кишӗрпе сухан лартать. Теприн, вообще, теплицинче хӑярӗ ман ал тупанӗ пысӑкӗш пулнӑ. Эп ҫеҫ... Ҫав япалана курап та ман паника пуҫланать! Пурте лартса пӗтернӗ пек! Пурин те унта уже ҫимӗҫӗ пулнӑ пек! Ман ҫеҫ... Выҫса вилеп пек туйӑнать мана хӗлле! Вообще!.. Бли-и-ин. Эп те чӑтса тӑраймарӑм. Куна чавса тухса веҫ лартса тухрӑм. Атту хӗлле выҫса вилеп вӗт эп!» — тет автор. Кӗске видеора калаҫу чӗлхипе усӑ курни халӑх кӑмӑлне кайнӑ пулас — Чӑваш халӑх сайчӗн редакторнех ку видеона икӗ-виҫӗ ҫын Ватсапп урлӑ ярса пачӗ. Ку вӑхӑтра ҫанталӑк ӑшӑ тӑнипе чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне пахчара ирттерни те видеона салатма май панӑ. Хӑй видеоне @prosto.maria00 аккаунта пилӗк кун каялла вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн каналӗнче, «Хам миҫерине, 2 ача амӑшӗ пулнине манса кунта савӑнатӑп) Пӗрре пурӑнатпӑр, туссем! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Канаш районӗнчи хаҫатра ӗҫлекен Артемий Мясников журналиста «ТикТокра» аван пӗлеҫҫӗ. Халӗ унӑн — 89,5 пин подписчик. Цифра кунсерен ӳсет тесе пӗлтерет «Чувашинформ.рф» сайт. Артемий ку эрнере вырнаҫтарнӑ видеоролика ҫынсем 6,1 миллион хутчен пӑхнӑ. Артем сюжетлӑ роликсем вырнаҫтарма кӑмӑллать. Чылай чухне юлташӗсемпе пӗрле ӳкерет. Унӑн видеороликӗсене хамӑр тӑрӑхри ҫынсем ҫеҫ мар, Казахстанри, Беларуҫри, Украинӑри тусӗсем те пӑхаҫҫӗ. Комментари ҫыракансем хушшинче Индонезири, Африкӑри, араб тата Ази ҫӗршывӗсенчи ҫынсем пур. Хӑйӗн страниципе пӗрлех Артем «TikTok» хаҫат редакцийӗн аккаунтне те тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пӗчӗк ялсене те интернет ҫитӗ. Ҫӗршыври пӗчӗк ялсене тӗнче тетелне тухмашкӑн май туса парассипе ҫыхӑннӑ пуҫару пирки «Парламентская газета» хаҫат пӗлтерет. Маларах та ҫапларах йышӑну тунӑччӗ. Ҫавна май пирӗн тӑрӑхри чылай яла телефон тата интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗччӗ. Анчах ун чухне тӗнче тетелне килсерен тухма 500 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсене ҫеҫ май туса панӑччӗ, 250-500 ҫынлисене – Wi-Fi урлӑ. Ҫӗршыв Правительствин хальхи саккун проектӗнче 100-тен ытларах ҫын пурӑнакан ялсем пирки каланӑ. Ҫӗнӗ йышӑну сахал йышлӑ ялсенче пурӑнакансене хӳтӗлессине, ҫыхӑну инфраструктурине ҫӗршывӗпех сарма май парассине палӑртнӑ. Правительство сӗнӗвне ҫывӑх вӑхӑтри пленарлӑ ларусенчен пӗринче пӑхса тухма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «пуриншӗн те меллӗ халӑх ушкӑнне» суйлассине эпир пӗлтернӗччӗ. «Пуриншӗн те меллӗ» халӑх ушкӑнне халӑхпа палӑртассине вӑл, аса илтерер, ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче Инстаграмра пӗлтернӗччӗ. Олег Николаевӑн пуринчен ытла сасӑ пухнӑ страници — Инстаграмра. Актуаллӑ хыпарсене вӑл ӳлӗмрен унта пичетлеме тытӑнӗ. Фейсбукшӑн 87 ҫын сасӑланӑ, «Контактра»-шӑн — 157, Инстаграмшӑн — 1089. Олег Николаев Инстаграмри страницӑна тата унта мӗн ҫырнине чи малтан пӑхма шантарнӑ. Ыйтусене хускатакансем халех йышлӑ. Вӗсене сӗт хакӗ, ӑшӑ хӗл тӑнине пӑхмасӑрах хваттерсене ытла вӗри хутнӑран нумай тӳлеме тивни, аптекӑсенче медицина маскисем ҫукки пӑшӑрхантараҫҫӗ. |
Тӗнче тетелӗ
![]() Google Translate сервиса ҫӗнӗ пилӗк чӗлхе хушнӑ. Вӗсен хушшинче тутар чӗлхи те пур. Ҫапла май вӗсен куҫару сервисӗ 108 чӗлхе пӗлме пуҫланӑ. Тутар чӗлхисӗр пуҫне ҫӗннисен йышне руанда, ори (е оди), туркмен тата уйкур чӗлхисем кӗнӗ. Ixbt.com пӗлтернӗ тӑрӑх ку чӗлхесемпе пурӗ 75 млн ҫын калаҫать. Тутарпа уйкур тата руанда чӗлхисем валли Гугл ӑстисем виртуаллӑ клавиатура та ӑсталанӑ. Сӑмах май, тутарларан куҫарма Яндекс.Тӑлмач 2015 ҫултах вӗренсе ҫитнӗ. 2018 ҫулта Швейцарире пурӑнакан тутарсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Рустам Минниханов Тутарстанри ҫыхӑну министерствине тутар чӗлхине Google Translate куҫару сервисне хушма май тупма хушнӑччӗ, кун пирки хыпар тухнӑччӗ. Халь вара ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ теме май пур. Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗн уҫлӑхне кӑларас тӗлӗшпе «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ӗҫлет. Вӗсем тӑрӑшнипе нумай пулмасть Яндекс чӑвашларан куҫарма вӗренсе ҫитрӗ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑваш чӗлхине Google сервисне те ҫитерес шухӑшлӑ — хальхи вӑхӑтра вӗсем чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене пухаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсен йышӗ 300 пин урлӑ каҫрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Виталий Сергеевӑн ҫӗмӗрнӗ страници Чӳкӗн 13-мӗшӗнче сӑтӑрҫӑсем чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен темиҫе страницине ҫӗмӗрнӗ. Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ. Сӑмахран, Виталий Сергеевӑн страницинче амӑшӗ ҫул-йӗр инкекне лекни пирки ҫырнӑ, ӑна васкасах укҫапа пулӑшмалли пирки вырнаҫтарнӑ. Сехетрен, калас пулать, унӑн страницинче ҫӗмӗрни пирки информаци вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех Вероника Пинеслуран та ҫыру ҫитнӗ, ун ячӗпе 12 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ. Калас пулать, пӗр-пӗр страницӑна кӗме май тупнӑ хыҫҫӑн сӑтӑрҫӑсем унӑн юлташӗсенчи аккаунтсенчен вӑл е ку майпа укҫа ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗсене шар курнӑ ҫыннӑн ӳсӗмне кура хатӗрлеҫҫӗ. Хӑвсамӑр страницӑсен вӑрттӑн сӑмахӑрсене тивӗҫлӗ шайра упрамалли пирки аса илтеретпӗр, пули-пулми сайтсенче вӗсене кӗртмелле мар. Унсӑр пуҫне, час-часах страницӑна кӗме май тупнин сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл — тӗрлӗ ресурссенче пӗрешкел парольпе усӑ курни. Пӗринче пӗлнипех сӑтӑрҫӑсем тӳрех темиҫе сайта кӗме май тупаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех укҫа ыйтсан килӗшме сӗнместпӗр — юлташӑрсем ыйтаҫҫӗ пулин те маларах вӗсемпе телефонпа ҫыхӑнса лару-тӑру мӗнлерех пулнине ыйтса пӗлӗр. |
Тӗнче тетелӗ
![]() Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и? Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен. Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енре тӗнче тетелне тухма ҫук ялсен переченьне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Унта ҫырнине ӗненсен, тӗнче тетелне тухма май ҫук ялсем Чӑваш Енре — 15. Пурте вӗсем Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ. Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсен списокне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Улатӑр районӗнчи 15 ялта «Интернет» информаципе телекоммуникаци сечӗ ҫук ҫеҫ мар, вӗсенче вай-фай урлӑ та тӗнче тетелне кӗреймӗн. Тӗнче тетелне кӗме май ҫук ялсем Алтышево, Атратск, Иваньково-Ленински, Киров, Междуреченски, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Первомайски тата Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енри халӑх йышлӑ ялсене Ростелеком вай-фай точкисем вырнаҫтарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Наци чӗлхиллӗ халӑх сечӗсем официаллӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пахарах. Наци интернечӗ ҫамрӑксене уйрӑмах витӗм кӳрет. Ҫакна Хусанти Шигабутдин Марджани ячӗллӗ институт ӗҫченӗсем «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи тутарсен виртуаллӑ виҫӗ пӗрлӗхне тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ. Институтӑн этносоциологи пайӗн ертӳҫи Гульнара Габдрахманова «Азатлык» радиона тӗпчев кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ. Экспертсем сӑнанӑ тӑрӑх, наци интернечӗ (унта патшалӑхӑн влаҫ органӗсен сайчӗсем, социаллӑ медиа кӗрет) пур халӑхӑн та аталанать. Тутарсенне ҫапах та ку енӗпе ҫитекен ҫук. Тутарстанри вырӑсла ресурссенче политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене ытларах сӳтсе яваҫҫӗ пулсан, тутарлисем ҫемье, культура, тӗн, ӑс-хакӑл темисене хускатаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |